Трек
Ěмěт, Элтияр Пихампар
Альбом · Ҫутҫанталӑк (Мир). Чувашская Мифология В Музыке · 2026 · Вокал
Текст песни
Савни патне эп утрăм вăрман урлă
Хĕвел анманччĕ-ха, тавралăх çап-çутах
Çулпа пыраттăм хăвăрт та хăюллăн
Ак сикрĕ-тухрĕ кашкăр ман умма
Сасартăк пур енчен те шав çĕкленчĕ
Унтан-кунтан пуçларĕç улама
Кĕтмен-çĕртен мĕн-пур тĕнче чĕтрерĕ
Ман еннелле килет пĕр урапа
Улаççĕ кашкăрсем, ян-ян каять вăрман
Эппин унта çӳрет Мăнаçлă Пихампар
Вăл пухнă хăй тавра мĕн-пур чĕрĕ чуна
Эппин йĕркеллĕ веç, пире хăват упрать
Савни пирки эп манса кайрăм хăвăрт
Сасартăк манса кайрăм хам ята
Шур кашкăр кӳлнĕ урапа курсассăн
Эс хăв та манса кайăттăн йăлтах
Ăсне çитертĕм çул çинчен каймашкăн
Пуçа тайса эп тăтăм хăвăртрах
Шур Пихампар пиллетĕрччĕ, тархасшăн
Вара эп пурăнаттăм ыр курса!
Улаççĕ кашкăрсем, ян-ян каять вăрман
Эппин унта çӳрет Мăнаçлă Пихампар
Вăл пухнă хăй тавра мĕн-пур чĕрĕ чуна
Эппин йĕркеллĕ веç, пире хăват упрать