Текст песни
Лăп-лап, вăп-вап, лăп-лап, вăп-вап
Лăпăр-лапăр, вăпăр-вапăр
Лăпăртатрĕ, мăкăртатрĕ
Тăпăртатрĕ, пăврĕ-лартрĕ
Кантăк уçă, алăк хупă
Ыйхă тутлă, каçĕ лăпкă
Сывлăш пӳлчĕ, куç уçăлчĕ
Хускалмарĕ, сас тухмарĕ
Çӳçĕ тĕттĕм, куçĕ хĕрлĕ
Кăкăр улттă, шăлĕ кукăр
Алă хытă, хăй пит йывăр
Вупăр пусрĕ! Вупăр пусрĕ!
АААААААААААААААААА
Тухмасть ман сасă, сывлаймастăп эп
АААААААААААААААААА
Эп çухăрасшăн, никам та илтмест
АААААААААААААААААА
Эп хускаласшăн, ӳтĕм итлемест
АААААААААААААААААА
Эп пурăнасшăн, Вупăр вĕçертмест!
Кăлт-калт, кăлт-калт, таă-тап, тăп-тап
Лăпăр-лапăр, вăпăр-вапăр
Лăпăртатрĕ, мăкăртатрĕ
Тăпăртатрĕ, пăврĕ-лартрĕ
Кантăк уçă, алăк хупă
Ыйхă тутлă, каçĕ лăпкă
Сывлăш пӳлчĕ, куç уçăлчĕ
Хускалмарĕ, сас тухмарĕ
Эпĕ çĕтрĕм, эпĕ пĕтрĕм
Кăлтăртатса, тапăртатса
Тăрăшса тапать чĕреçĕм
Вупăр пусрĕ, Вупăр пусрĕ
АААААААААААААААААА
Тухмасть ман сасă, сывлаймастăп эп
АААААААААААААААААА
Эп çухăрасшăн, пĕр çын та илтмест
АААААААААААААААААА
Эп хускаласшăн, ӳтĕм итлемест
АААААААААААААААААА
Эп пурăнасшăн, Вупăр вĕçертмест!
Каçĕ сивĕ пулчĕ тăчĕ
Макăратăп, кăшкăратăп
Пĕтрĕ вăйăм, хытрĕ ăшăм
Пӳрнепе вылятрăм кăшчĕ,
Сывлăш кĕчĕ, сывлăш кĕчĕ
Алăпа сулларăм, çапрăм
Вупăр тарчĕ, Вупăр тарчĕ