Трек
Ěмěт Тӗнче пултарни - Сотворение мира
Альбом · Ҫутҫанталӑк (Мир). Чувашская Мифология В Музыке · 2026 · Вокал
Текст песни
Шурӑпа хура, шурӑпа хура
Ырӑпа усал, ырӑпа усал,ыропа усал
Шыв айне чӑмса, тарӑна анса
Юшкӑн кӑларса вӗрсе хытарать
Пӗри якатсан, тепри аркатать
Пӗри тултарсан, тепри пушатать
Пӗри сылтӑма, тепри кутӑнла
Пӗри ҫутатсан, тепри сӗм хура
Тӑваткал ҫӗре шыв ҫине сарсан
Тӗнче кӗввине ырри янратать!
Усалли вара туйине тытса
Ҫӗр питне пӑсса кукӑртса тӑрать
Тулчӗ кӗвӗпе Ҫут тӗнчемӗр пирӗн
Тулчӗ йӗркепе Ҫут тӗнчемӗр пирӗн
Шуррипе хури килӗшӳлӗх тупрӗҫ
Тӗнчере пурри икӗ енлӗ пулчӗ
Шурӑпа хура, шурӑпа хура
Турӑпа Шуйттан, Турӑпа Шуйттан
Иккӗн шутласа, иккӗн шутласа
Хучӗҫ ҫӗр туса, хучӗҫ ҫӗр туса
Тӗнче варринче ту вырнаҫтарса
Унӑн тӑрринче сӗт кӳлли чавса
Ылтӑн утрава картана хупсан
Пурнӑҫ йывӑҫҫи вӑрлӑхне парать
Ама-кайӑкӗ йӑва ҫавӑрчӗ
Чӗрӗ чунӗсем чӗпӗ кӑларчӗҫ
Ҫӗрпе пӗлӗте уйӑрса ярсан
Ҫутӑ та тӗнче юрласа ячӗ
Тӑваткал ҫӗре шыв ҫине сарсан
Тӗнче кӗввине ырри янратать!
Усалли вара туйине тытса
Ҫӗр питне пӑсса кукӑртса тӑрать
Тулчӗ кӗвӗпе Ҫут тӗнчемӗр пирӗн
Тулчӗ йӗркепе Ҫут тӗнчемӗр пирӗн
Шуррипе хури килӗшӳлӗх тупрӗҫ
Тӗнчере пурри икӗ енлӗ пулчӗ
Шурӑпа хура, шурӑпа хура
Турӑпа Шуйттан, Турӑпа Шуйттан
Иккӗн шутласа, иккӗн шутласа
Хучӗҫ ҫӗр туса, хучӗҫ ҫӗр туса