Трек
Ěмěт Вутӑш - Русалка
Альбом · Ҫутҫанталӑк (Мир). Чувашская Мифология В Музыке · 2026 · Вокал
Текст песни
Тӳпене кусса тухать çап-çутă уйăх
Куç хĕссе пăхать вăл çĕр пичĕ çине
Кӳлĕрен ишсе тухать пике шап-шуррăн
Хăй валли шырать киленĕç сĕм çĕрле
Хуп-хура çӳçне вăл сапаласа янă
Пуçĕнче тухья, пĕр мăй тулли нухрат
Ылтăн турипе çӳçне-пуçне туранă
Шыв айне илсе каймашкăн çын шырать
Тулли уйăх айĕнче калаççĕ вăйă
Вуник Вутăш картана тăрса черчен
Юррине илтсессĕн пĕтĕ пĕтĕм вăйăр
Пĕр сисмесĕрех сикетĕн пĕвене
Вĕлтĕр-вĕлтĕр чĕлтĕрти шап-шур кĕпи ун
Çил вĕрсессĕнех ачашшăн силленет
Йĕкĕт куçĕ хитрене савать, пĕлет у
Çавăнпа та Вутăш шутсăр илĕртет
Анчах ку качча паян вăл улталаймĕ
Хăлхине пăкларĕ йĕкĕт мамăкпа
Шыв пики унран паян пĕрех тараймĕ
Кĕсьере хĕрес, тивет арăм пулма
Тулли уйăх айĕнче калаççĕ вăйă
Вуник Вутăш картана тăрса черчен
Юррине илтсессĕн пĕтĕ пĕтĕм вăйăр
Пĕр сисмесĕрех сикетĕн пĕвене
Шыв хĕрне пырса çеç ларчĕ çепĕç Вутăш
Турапа пуçларĕ турама çӳçне
Йăпшăнса хыçне пырса та каччă тăчĕ
Лекрĕ Вутăш, çакрĕ йĕкĕт хĕресне