Обложка трека Пирӗшти - Ангел — Ěмěт
4:49

Ěмěт Пирӗшти - Ангел

Альбом · Ҫутҫанталӑк (Мир). Чувашская Мифология В Музыке · 2026

Скачать

Текст песни

Тĕтре сырса илсессĕн таврана
Каç хăйĕн чаршавне карса хурсассăн
Эпир кĕтетпĕр уйăх тухасса
Ун çутă пайăрки туйнать сыхлассăн
Ăша хура кара хуплать хăш чух
Пуласлăха пăхсан та çук пек шанăç
Ман аллăм усăнма тапратнă чух
Таса Пирĕштисем вĕçсе те анĕç
Ларах, эс, Пирĕшти ман хул çине
Хăв ăшшупа мана витсе хурсамччĕ
Парсамччĕ, Пирĕшти, хăв хӳтлĕхне
Усал тăвассинчен эс сыхласамччĕ
Пирĕштисем пурнаççĕ тӳпере
Турри хушсассăнах çĕре анаççĕ
Çынна сыхлаççĕ пур усалсенчен
Чи кукăр çулсемпе утма памаççĕ
Çут Пирĕштиллĕ çын ытла хитре
Ун пичĕ хĕвел евĕрех çутатĕ
Вăл тĕнчепе тупайĕ пĕр чĕлхе
Турри утма çулне тасалăх парĕ
Ларах, эс, Пирĕшти ман хул çине
Хăв ăшшупа мана витсе хурсамччĕ
Парсамччĕ, Пирĕшти, хăв хӳтлĕхне
Усал тăвассинчен эс сыхласамччĕ

0:00 0:00