Текст песни
Шап шурӑ хурӑн хумханать
Ҫулҫи вылять ҫилпе шыв ҫийӗн
Мӗн-ма чуну ытла ҫунать
Чӑн-чӑн пулман веҫех ку пирӗн
Пӗрремӗш хут сана курсан
Сирень шӑрши пуҫа лӑпкарӗ
Эс пулӑн ман, эп пулӑп сан
Шӑпа ҫапла ав шутламарӗ
Ан ҫунтар, чунӑма ан ҫунтар
Чӗрене те эс ан ыраттар
Туйӑмпа ан выля, ҫӑмӑлттай
Паянтан ман ҫинчен манса кай
Сар хӗвел евӗр йӑл куллу
Асамлӑ туйӑм парнелерӗ
Хӑҫан ши пулӗ тӗл пулу
Пӗр кун та шухӑшсӑр иртмерӗ
Ан ҫунтар, чунӑма ан ҫунтар
Чӗрене те эс ан ыраттар
Туйӑмпа ан выля, ҫӑмӑлттай
Паянтан ман ҫинчен манса кай
Ан ҫунтар, чунӑма ан ҫунтар
Чӗрене те эс ан ыраттар
Туйӑмпа ан выля, ҫӑмӑлттай
Паянтан ман ҫинчен манса кай
Эс пурӑнатӑн аякра
Тен, ман ҫинчен халь шутламастӑн
Сан сӑнару ялан чунра
Нихҫан та асӑмран тухмастӑн
Ан ҫунтар, чунӑма ан ҫунтар
Чӗрене те эс ан ыраттар
Туйӑмпа ан выля, ҫӑмӑлттай
Паянтан ман ҫинчен манса кай
Ан ҫунтар, чунӑма ан ҫунтар
Чӗрене те эс ан ыраттар
Туйӑмпа ан выля, ҫӑмӑлттай
Паянтан ман ҫинчен манса кай
Манса кай
Ан ҫунтар, чунӑма ан ҫунтар
Чӗрене те эс ан ыраттар
Туйӑмпа ан выля, ҫӑмӑлттай
Паянтан ман ҫинчен манса кай
Ан ҫунтар, чунӑма ан ҫунтар
Чӗрене те эс ан ыраттар
Туйӑмпа ан выля, ҫӑмӑлттай
Паянтан ман ҫинчен манса кай