Текст песни
Çăпата мĕнне пĕлмесĕр
Пуянран пуян пулса
Кĕмĕл пăлхар тымарланнă
Шурă атăл çийĕнче
Тĕттĕм вăй ăна аркатнă
Хĕрхенмесĕр вакласа
Куççулне юнне юхтарнă
Çĕрпе пĕлĕт хушшинче
Ăçта эсир
Хăватлă пăлхарсем
Ăçта эсир çухалтăр
Улăп-паттăрсем
Чаппай пек хăрамасăр
Митта пек сутăнмасăр
Упратпăр иван атте халалне
Ирĕкпе пăлхар сывланă
Никамран та хăраман
Çирĕп пулнă паттăр пулнă
Чухăн нихăçан пулман
Халь мĕн пулчĕ çта çухалчĕç
Вăйлă та патвар çынсем
Эпир пулнă пур пулатпăр
Тенĕ aslă сăмахсем
Ăçта эсир
Хăватлă пăлхарсем
Ăçта эсир çухалтăр
Улăп-паттăрсем
Чаппай пек хăрамасăр
Митта пек сутăнмасăр
Упратпăр иван атте халалне
Ват асаттесем каçармĕç
Çухатсассăн несĕле
Хăрăк йывăç вăрлăх памĕ
Упрасам тымарсене
Чунăрсем çакна ан манччăр
Шăрăх чух та е хĕлле
Пултăр яланах чăвашлăх
Пулччăр пăлхарсем пĕрле
Ăçта эсир
Хăватлă пăлхарсем
Ăçта эсир çухалтăр
Улăп-паттăрсем
Чаппай пек хăрамасăр
Митта пек сутăнмасăр
Упратпăр иван атте халалне
О-о-о-о-о-о-о-о-о
О-о-о-о-о-о-о-о-о
О-о-о-о-о-о-о-о-о
О-о-о-о-о-о-о-о-о
Хей-хей-хей
Хей-хей-хей
Ăçта эсир
Хăватлă пăлхарсем
Ăçта эсир çухалтăр
Улăп-паттăрсем
Чаппай пек хăрамасăр
Митта пек сутăнмасăр
Упратпăр иван атте халалне