Перейти к содержимому
Обложка трека Арҫын шӑпи — Алексей Казанцев
5:30

Трек

Алексей Казанцев Арҫын шӑпи

Сингл · 2025 · Поп

Скачать

Текст песни

Йытӑ вӗрни ҫӗҫ илтӗнет таҫта инҫе
Тӑпрам чышать йывӑрӑшпе кӑкӑр ҫине
Эп шутламан, эп ӗненмен ҫӗре кӗме
Каҫар, Атте, каҫар, Анне, черетсӗр кайнине

Арҫын шӑпи ялан ҫапла
Чӗнсен тухса ун каймалла
Каҫар мана Атте, каҫар мана Анне
Тӑван киле эп ҫитеймерӗм ҫуркунне
Каҫар мана Атте, каҫар мана Анне
Тӑван киле эп ҫитеймерӗм ҫуркунне

Ӗмӗтсемпе каяттӑм эпӗ инҫете
Эп пурӑнаттӑм пӗтӗм ҫын пекех килте
Пилӗк кун ӗҫре-ҫарта, пӗр кун тӑван ялта
Вырсарникун эп калаҫаттӑм Турӑпа

Ҫуралнӑ ывӑлӑрсене
Парсамччӗ пирӗн ятсене
Каҫарӑр юлташсем, ҫарти тус-пӗлӗшсем
Стройран эп тухрӑм, пулӑшаймӑп малашне
Каҫарӑр юлташсем, ҫарти тус-пӗлӗшсем
Стройран эп тухрӑм, пулӑшаймӑп малашне

О-о-о-о-о-о-о-о-о

Чӳречерен пӑхса кӗтет атте-анне
Ырми-канми вӗсем кӗтеҫҫӗ ывӑлне
Юнпа тарпа чӳхенчӗ ирӗклӗ тӗнче
Ытла та хаклӑ ҫакӑ ирӗклӗх, мерчен

Тен туслӑ-мирлӗ пурӑнма
Ҫынсем пуҫлаҫҫӗ вӑрҫӑнма
Каҫар мана тӗнче, аннен ытамӗнче
Шел, пулаймарӑм эпӗ, чунӑм каниччен
Каҫар мана тӗнче, аннен ытамӗнче
Шел, пулаймарӑм эпӗ, чунӑм каниччен
Каҫар мана тӗнче, аннен ытамӗнче
Шел, пулаймарӑм эпӗ, чунӑм каниччен

Йытӑ вӗрни ҫӗҫ илтӗнет таҫта инҫе
Тӑпрам чышать йывӑрӑшпе кӑкӑр ҫине

0:00 0:00