Текст песни
Тус пулсан ялан ҫумра
Тунсӑхламӑпӑр нихҫан,
Алӑ парса пулӑшсан
Хакли пулмӗ туслӑхран
Ҫитӗнӳ тусан туссем,
Савӑнатӑп пур чунтан
Ӑнса пырсан ӗҫӗсем
Мухтанатӑп кӑмӑлтан!
Ҫур сӑмахран пӗр-пӗрне
Ӑнланатпӑр туссемпе,
Ҫук харкашу, кӗвӗҫӳ
Туслӑх маншӑн килӗшӳ!
Пулар яланах пӗрле
Инкекре те савӑнӑҫра
Пур пӗрле, ҫук ҫурмалла
Пирӗн тӗллев ӗмӗре
Пӗрле туслӑ савӑнар!
Пӗр пӗрне хисеп тӑвар!
Туслӑх кӗперне хывса,
Ӗмӗр пӗрле пурӑнар!