Обложка трека Сан йӑл-куллу — Светлана Печникова
3:37

Светлана Печникова Сан йӑл-куллу

Альбом · Ман Юрлас Килет · 2021

Скачать

Текст песни

Хӗвел шевли пек вылятчӗҫ
Санӑн куҫуснм.
Ҫилпе чӳхенсе вӗҫеччӗҫ
Сан ҫӳҫ пӗрчисем.
Йӑл-куллу чуна тиветчӗ
Лӑпкӑн чӗтретсе
Сана ачашлас килетчӗ
Ӑшшӑн, чӗререн.

Анчах хӑвӑрт иртсе кайрӗҫ
Савӑк вӑхатсем.
Ҫут хӗвеле хупӑрларӗҫ
Сивӗ пӗлӗтсем.
Йӑл-куллу таҫта ҫухалче
Сӑн-питӳ ҫинчен.
Юрату иртсе лӑпланчӗ,
Сансӑр пит кичем.

Ӑҫта-щи эсӗ халь ҫӳретӗн.
Кама-ши эсӗ илĕртен,
Кампа-ши вӑхӑт ирттеретӗн ,
Ӑшӑ йӑл-кулӑ парнелен.

Хӗвел шевли пек ҫиҫеҫ пуль
Санӑн куҫусем.
Урӑххи ҫине пӑхаҫ пуль
Киленсе вӗсем.
Йӑл-куллу чунне тивет пуль
Лӑпкӑн чӗтретсе.
Унӑн ачашлас килет пуль
Сана чӗререн.

0:00 0:00