Текст песни
Хирти утмăл турат пек
Кăвак санăн куçусем.
Ҫурхи çурма уйăх пек
Хитре сан куç харщисем
Хитре кăвак куçсем
çунтараç чĕрене.
Эс калаттăн пĕрмай,
-юрататăп, - тесе.
Ах, юратап, юратап,
Пĕр сана çеç юратап.
Кăтра хурăн айĕнче
Ирттеретпĕр каçсене
Çепĕç саслă шăпчăксем
Шăратаç юррисене.
Хитре кăвак куçсем
çунтараç чĕрене.
Эс калаттăн пĕрмай,
-юрататăп, - тесе.
Ах, юратап, юратап,
Пĕр сана çеç юратап.
Иртсе кайрĕç çав каçсем.
Тăкрĕ хурăн çулçине.
Çепĕç саслă шăпчăксем
Юрламаç юррисене.
Хитре кăвак куçсем
çунтараç чĕрене.
Эс калаттăн пĕрмай,
-юрататăп, - тесе.
Ах, юратап, юратап,
Пĕр сана çеç юратап.