Текст песни
Сан йӑл-куллу
Сӑн ӳкерчĕк ҫинче
Тыткӑнларӗ мана,
Ҫӗклентерчӗ чуна.
Сӑн ӳкерчĕк ҫинчен
Эс пӑхан ман ҫине.
Каҫхи хула урамӗпе
Утса пыраттӑм пӗр-пӗччен.
Ӗмӗтсенче Эп инҫетре...
Эс шуса тухрăн тӗттӗмрен,
Пирӗшти евĕр инҫетрен
Ӗмӗтсенчен мана сирсе.
Иртсе кайрӑн ман умран
Йӑл култӑн эсӗ ҫаврӑнса,
Тыттартӑн хут мана алран.
Каламарӑн ҫке ятна,
Сӑну юлчĕ ман алра.
Ӑҫта тупас халь ман сана.