Обложка трека Ачалăх ҫинчен — Светлана Печникова
3:54

Светлана Печникова Ачалăх ҫинчен

Альбом · Ман Юрлас Килет · 2021

Скачать

Текст песни

Хуркайăксем вӗҫсе кайнӑ чух
Ҫутҫанталӑк тейӗн хурланать.
Тӑван килтен тухса кайнӑ чух
Манӑн хытах чунам ыратать.
Кайрӗҫ, иртсе кайрӗҫ ҫав кунсем.
Кайрӗҫ инҫете хур-кайӑксем
Асӑмрах-ха пулса иртнисем.
Ача чух выляса кулнисем.

Вӑхӑт шӑвать, шавать майӗпен,
Кун-ҫул иртет ерипен.
Чун-чере хурланса юр юрлать,
Ачалӑх ума тухса тӑрать.

Халь ӑҫта-ши ҫав хуркайӑксем.
Хӗл иртмесер вӗҫсе килес ҫук.
Халь ӑҫта ачалӑх кунӗсем?
Текех вӗснм таврӑнаяс ҫук.
Халь ӑҫта, ӑҫта-ши ҫав кунсем,
Тӗлӗк евĕр асаилӳсем.
Асăмра ҫеҫ юлчӗҫ пуль вӗсем
Ҫар уран выляса ӳснисем.

0:00 0:00