Обложка трека Пӗрремӗш юрату — Светлана Печникова
3:49

Светлана Печникова Пӗрремӗш юрату

Альбом · Ман Юрлас Килет · 2021

Скачать

Текст песни

Мӗскер-ши пулчӗ ман чуна
Ӑнланаймастӑп эп хама.
Классри илемлӗ яш ача
Тухса тӑрать ялан ума.
Урок хуравлама тӑрап,
Мӗн каламаллине манап.
Умра каллех ҫав сар ача
Тӑрать вӑл ӑшшӑн йӑл кулса.

Пӗрремӗш юрату ҫинчен
Сар ҫӳҫлӗ яш ача ҫинчен
Юрлатӑп юрӑ.
Илемлӗ унӑн куҫӗсем,
Сап-сарӑ ҫӳҫӗн кӑтрисем
Тыткăна илчӗҫ

Ҫул хыҫҫӑн иртрĕ хӑвӑрт ҫул.
Асра ҫкҫ юлчӗ пирĕн шкул.
Класри илемлӗ яш ача
Ҫавах тухса тӑрать ума.
Туятӑп ман чӗре тапать,
Ун патнеллех вӑл туртăнать.
Класри илемлӗ сар ача,
Пуласчӗ ман ялан санпа.

0:00 0:00