Текст песни
Темшӗнех тунсӑх пусрӗ чӗрене
Темшĕнех куҫҫуль юхрӗ майӗпен.
Сана куҫран пӑхас ҫук,
Текех ятран чӗнес ҫук.
Эсӗ кайрӑн, юлтӑм эп пӗччен.
Темшӗнех тунсӑх пусрӗ чӗрене
Темшӗнех сӑну тухрӗ куҫ умне.
Санӑн хитре куҫусем, илемлӗ куҫ харщисем
Мана илӗртеймӗҫ, ҫук вӗсем.
Темшӗнех тунсӑх пусрӗ чӗрене
Темшӗнех куççуль юхрӗ майӗпен.
Сан яту ман асӑмра,
Сан сӑну ҫеҫ ман умра.
Эсӗ манпа, эсӗ ман чунра.
Сывă пул, савни
Эс телейлӗ мансӑр пул
Сывӑ пул, савни
Урӑххине эс йӑл-кул.
Манса кай, савни,
Иртнӗ кунсен ҫути ҫук.
Манса кай, савни,
Анчах эпӗ манас ҫук.