Текст песни
Темле пулсан та, сан ҫинчен эп шутламастăп
Кӗлленнӗ пирӗн юрату, мӗскер тăвас.
Эп тӗлӗкре сана курма ӗмӗтленместӗп.
Текех эп тӗлпулу та урăх шырамас.
Кӗлленнӗ пирӗн юрату,
Чӗрере манăн ырату.
Кӗлленнӗ пирӗн юрату,
Чӗрере манăн ырату.
Иртнӗ юрату мӗскер тăвас.
Илемлӗн пирӗн юрату ялкăшса ҫунчӗ,
Анчах ун ӗмӗрӗ пит пулчӗ ҫке кӗске.
Хăватлăн, вăйлăн юрату кăвайчӗ ҫунчӗ.
Анчах та темшӗн пулчӗ ӗмӗрӗ кӗске.
Темле пулсан та, сан ҫинчен эп шутламастăп
Чӗрем аманнă манăн, тарăн халь суран.
Пулса иртнишӗн эп пӗрре те кулянмастăп.
Юрату иртнӗ пирӗн, ӗнтӗ, мӗн тăван…