Текст песни
Шурă яхта, шурă парус…
Эпӗ палуба ҫинче.
Тахҫанах пулса курасшăн
Хура тинӗс хӗрринче.
Каҫăхса кайса сăнатăп
Дельфинсем вылянине.
Хумсене вӗсем ҫураҫҫӗ
Выляма чӗнсе пӗрле.
Вунă кун, вунă кун
Хура тинӗс хӗрринче.
Вунă кун, вунă кун,
Вунă кун хӗвел ҫинче…
Вунă кун, вунă кун
Тинӗс хумӗ ăшӗнче.
Вунă кун, вунă кун
Маншăн пулчӗҫ пит кӗске.
Тинӗс хумӗ кăпăкланчӗ
Ҫапăнса чулсем ҫине.
Юмахри пек афродита
Тухрӗ тинӗс хумӗнчен.
Ман ҫине пăхса йăл кулчӗҫ
Кăчăк туртрӗ хăй патне.
Самантрах иртсе ҫухалчӗҫ
Вунă кун унпа пӗрле.