Обложка трека Ҫук юрату — Светлана Печникова
3:26

Светлана Печникова Ҫук юрату

Альбом · Телей · 2021

Скачать

Текст песни

Саншăн вăйă çеç пулчĕ юрату.
Урăх пулас çук пирĕн тĕлпулу
Ăнланмастăн эс, мĕн вăл çухату
Юратмастăн эс, çук сан юрату.

Эс вăратрăн манра çурхи кун илемне
Эсĕ чĕртрĕн манра юрату хĕлхемне.
Ҫурхи тумла пулса ирĕлче пăр чунра
Чĕрем хыттăн тапса туртăнать сан пата

Юрату ман чунра ялкăшать çулăмпа.
Эсĕ шелсĕр вара, мантăн хăвăрт мана.
Шеллемерĕн мана, хĕрхенмерĕн чуна.
Юрату хĕлхемне эс сÿнтертĕн манра.

Саншăн вăйă çеç пулчĕ юрату.
Урăх пулас çук пирĕн тĕлпулу
Ăнланмастăн эс, мĕн вăл çухату
Юратмастăн эс, çук сан юрату.

0:00 0:00