Обложка трека Чун ҫунтармӑш — Светлана Печникова
4:41

Светлана Печникова Чун ҫунтармӑш

Альбом · Телей · 2021

Скачать

Текст песни

Юратура нихçан пулман хăюллă.
Куç хыврăм эпĕ кÿршĕ каччине.
Ай-уй, ытла та вăл илемлĕ –
Пĕлместĕп мĕн тумаллине.
Пĕр хĕрелетĕп, шуралатăп
Куç ывăтсан эс манн енне.
Пуçа чиксе таçта таратăп –
Пĕлсе тăрса хам айванне.

Эс пĕр маншăн çуралнă.
Чунра кичем – санах кĕтетĕп.
Чĕрем тапать аса илсессĕн.
Ăçта çÿрен-ши, чун çунтармăш
Сан куçусем çунаç, çиçеç ыйтуллă,
Мĕнле хурав парам-ши вĕсене?.
Тен, эс пĕлен, мĕн-ма сăпайлă
Ҫуратнă-ши чăваш хĕрне?
Мĕнле арçын, мĕнле мăнаçлăх,
Телей кÿрет-ши кам хĕрне?
Тен, пĕлтерес, - тарам сăпайлăх, -
Пĕр эсĕ, эсĕ кирлине.

Эс пĕр маншăн çуралнă.
Чунра кичем – санах кĕтетĕп.
Чĕрем тапать аса илсессĕн.

0:00 0:00