Текст песни
Ах, савниçĕм, çĕмĕрт куçăм
Çĕмĕрт шурă çеçкере.
Куç хĕссе вылять ав шуçăм
Ăраскал пиллет пире.
Ах, савниçĕм, ăшă кÿçăм,
Ăшă çамрăк чунăмра
Çаврăнсах çке кайрĕ пуçăм
Çавра çил пек ытамра.
Юрла, савниçĕм, юрруна,
Илем вăл кÿтĕр таврана.
Çĕклетĕр манăн кăмăла.
Утар пĕрле халь малалла.
Ах, савниçĕм, ырă куçăм,
Ырă пиллĕх пур санра.
Чун-чĕрÿ таса та уçă,
Çутă хĕм вылять чунра.
Ах, савниçĕм, çăлтăр куçăм,
Ылтăн уйăх куç харши.
Чĕреме пĕр саншăн уçăп
Ăраскалăм, эсех-ши?
Юрла, савниçĕм, юрруна,
Илем вăл кÿтĕр таврана.
Çĕклетĕр манăн кăмăла.
Утар пĕрле халь малалла.
Юрла, савниçĕм, юрруна,
Илем вăл кÿтĕр таврана.
Çĕклетĕр манăн кăмăла.
Утар пĕрле халь малалла.