Текст песни
Мĕскер-ши, тусăм, вăл телей?
Каласа пар мана.
Мĕскер-ши, тусăм, вăл телей?
Ăнлантарсам мана.
Телей вăл, тусăм, мĕн тени?
Тен, вăл хĕвел пăхни?
Тен, вăхăтра çумăр çуни?
Хирте тыр-пулă кашлани?
Юрлать ман чунăм савăнса
Эс пуррипе çунатланса.
Мал ĕмĕтпе мăнаçланса
Малтан мала çак çĕр çинче
Йĕр хăварса.
Тус-тăвансем ялан çумра
Телейлĕ эп унпа.
Пĕрле утатпăр юнашар
Телейĕм, эс манпа.
Ача-пăча сĕрлет çумра.
Хĕвел вылять чунра.
Тата мĕн кирлĕ пурнăçра?
Упрасчĕ çак пуянлăха.
Юрлать ман чунăм савăнса
Эс пуррипе çунатланса.
Мал ĕмĕтпе мăнаçланса
Малтан мала çак çĕр çинче
Йĕр хăварса.
Тапать ман ирĕккĕн чĕре!
Чăнах телей пуль вăл?!
Пурнатăп эпĕ çĕр çинче -
Чăн та телей çке вăл!
Юрлать ман чунăм савăнса
Эс пуррипе çунатланса.
Мал ĕмĕтпе мăнаçланса
Малтан мала çак çĕр çинче