Обложка трека Шупашкарӑм — Светлана Печникова
5:33

Светлана Печникова Шупашкарӑм

Альбом · Эпӗ Тата Эсӗ · 2022

Скачать

Текст песни

Ӑҫта кӑна пулмарӑм
Мӗскер кӑна курмарӑм пуль
Пурнӑҫра.
Тӑван хула илемӗ,
Тӑван чӗлхе кӗрлевӗ,
Эс ялан асра.
Урамӗпе утатӑп,
Ҫыран хĕрне анатӑп эп,
Епле аван.
Сылтăмалла пӑхсан та,
Сулахая пӑхсан та -эс
Хаклӑ тус-тӑван.

Шупашкарӑм, Шупашкарӑм,
Атӑлҫи илемӗ эсӗ!
Шупашкарӑм, савнӑ Шупашкар.
Чӑвашсем те, вырӑссем те,
Тутарсем те, марисем те...
Йышлӑ халăх туслă пурӑнар.

Юман-атте кашлатӑр,
Ҫӑка-анне юрлатӑр
Сан вӑрмансенче.
Тыр-пулӗ савӑнтартӑр,
Ӗҫчен сасси янратӑр
Сан уйхирсенче.
Эп улӑха анатӑп,
Чечек ҫыххи пухатӑп,
Эх, епле хитре.
Пуҫа тайса сĕнетĕп,
Ӑна эп парнелетӗп
Хам атте-аннене.

Пӑрахутпа килеҫҫӗ,
Самолётпа вӗҫеҫҫӗ
Шур Шупашкара.
Килсе курас тееҫҫӗ,
Хӑна пулас теҫҫӗ
Ман Чӑвашстанра.
Чӑваш хули ҫӗклентӗр,
Чечеклӗн илемлентӗр,
Ҫул... ҫултан-ҫула.
Телей курса пурнар-и,
Хавхаланса утар-и,
Эй, малтан - малалла!

0:00 0:00