Обложка трека Чӗрене хушаймӑн — Светлана Печникова, Ирина Музыкантова
3:00

Светлана Печникова, Ирина Музыкантова Чӗрене хушаймӑн

Альбом · Телей · 2021

Скачать

Текст песни

Каччăсем çине пăхаттăм
Сăнаса, асăрханса.
Хама кирлĕ çын шыраттăм,
Вăхăт иртрĕ суйласа.
Ку та, вăл та юраймарĕ,
Эп тиркерĕм чăнласах.
- Тиркекен çынна çил хирĕç,-
Тенĕ мĕн авалтанах.

Чĕрене хушаймăн
Вăйпа юраттараймăн.
Турă çырни, турă пÿрни
Вăхăт çитсен килетех.
Чĕререн савсассăн,
Чунпа кăмăлласассăн,
Ĕмĕтленсе пурăнсассăн
Телею сан çитетех.

Сеп-сенкер куçсем хĕм сапрĕç,
Ай, çунтарчĕç чунăма.
Ман хăраххăм, пит тиркерĕ,
Кулса иртрĕ çеç умран.
Миçе çул çаплах шыратăп
Чуна çывăх çыннăма.
Шырасан, çавах тупайăп
Савнă çыннăм – тусăма.

Чĕрене хушаймăн
Вăйпа юраттараймăн.
Турă çырни, турă пÿрни
Вăхăт çитсен килетех.
Чĕререн савсассăн,
Чунпа кăмăлласассăн,
Ĕмĕтленсе пурăнсассăн
Телею сан çитетех.

0:00 0:00