Обложка трека Шупашкар — Светлана Печникова
3:23

Светлана Печникова Шупашкар

Сингл · 2024

Скачать

Текст песни

Ӑҫта кӑна пулмарӑм
Мӗскер кӑна курмарӑм
Пурнӑҫра
Тӑван чĕлхе илемӗ
Тӑван хула кӗрлевӗ
Ман асра
Урамӗпе утатӑп
Атăл хĕрне анатӑп
Эй, аван
Сылтăмалла пӑхсан та
Сулахая пӑхсан та
Хаклӑ тус-тӑван

Шупашкарӑм, Шупашкарӑм
Атӑлҫи илемӗ эсӗ!
Шупашкарӑм, тĕп хуламăр Шупашкар
Чӑвашсем те, вырӑссем те
Тутарсем те, марисем те...
Йышлӑ халăх туслă пурӑнар

Пӑрахутпа килеҫҫӗ
Самолётпа вӗҫеҫ
Шупашкара
Килсе курас тееҫҫӗ
Хӑна пулас тееҫ
Чӑвашстанра
Чӑваш хули ҫӗклентӗр!
Çĕнелсе тĕреклен
Çултан-ҫула
Телей курса пурнар-и
Хавхаланса утар-и
Малтан - малалла!

0:00 0:00