Текст песни
Хĕвел пăхать ман кантăкран,
Ир çитнине систернĕ майăн.
-Савниçĕм, эсĕ те вăран,
Юрлать манпа пĕр шăпчăк кайăк
Кун каçипе çĕр тĕрлĕ ĕç
Ик алăра вĕрет пĕр вĕçĕм.
Савниçĕм, эс пурришĕн çеç
Çак çут тĕнче пин тĕслĕн çиçĕ.
Ыр кăмăлпа, ăш туйăмпа
Хĕpý салам сана яратăп.
Пĕлсе тăрсамччĕ, пĕр санпа
Çак пурнăç илемне туятăп!
Тухсассăн уйăх тýпене
Каçхи вăййа васкатăп эпĕ
Чунтан юратнă савнине
Тинех хам ытама илетĕп
Ыр кăмăлпа, ăш туйăмпа
Хĕpý салам сана яратăп.
Пĕлсе тăрсамччĕ, пĕр санпа
Çак пурнăç илемне туятăп!