Текст песни
Ыйхă пуснă пахчана,
Шăппăн мамăк юр çăвать.
Пĕр палан тĕмми кăна
Кăвар сапнăн туйăнать.
Хĕрлĕ-хĕрлĕ çырлине
Пире сĕнет, астарать.
Савнă тусăн тутине
Ас илтернĕн туйăнать.
Эс тăратăн юнашар,
Куçу ăшшăн йăл кулать.
Палан чĕртнĕ шĕл-кăвар
Чĕрене те çунтарать.
Хĕрлĕ-хĕрлĕ çырлине
Пире сĕнет, астарать.
Савнă тусăн тутине
Ас илтернĕн туйăнать.
Юр айĕнчи палана
Пуçтаратăп васкаса.
Чун савниçĕм, пĕр сана
Чуп тăватăп юратса
Хĕрлĕ-хĕрлĕ çырлине
Пире сĕнет, астарать.
Савнă тусăн тутине
Ас илтернĕн туйăнать.