Текст песни
Каҫ. Тӗттӗм.
Таврара никам та ҫук, тейӗн.
Каҫ. Шӑплӑх.
Санпа эпӗ юмах тĕнчинче, тейӗн.
Эпӗ тата эсӗ, иккӗнех санпа эпир.
Эпӗ тата эсӗ, эпӗ тата эсӗ.
Тимлĕн итле.
Эс ҫак шӑплӑха, савниҫӗм, итле.
Тимлĕн тинкер.
Каҫӑн асанне, савниҫӗм, тинкер.
Ытала, тусӑм.
Хыттăн-хыттăн ытала мана, тусӑм.
Чупту, тусӑм.
Ӑшшӑн-ӑшшӑн чупту мана тусӑм.