Обложка трека Юрласа чуна уҫсассӑн — Светлана Печникова feat. Леонид Антонов, Валерий Кузьмин
4:25

Светлана Печникова feat. Леонид Антонов, Валерий Кузьмин Юрласа чуна уҫсассӑн

Альбом · Эпӗ Тата Эсӗ · 2022

Скачать

Текст песни

Эп сире савӑнтарасшӑн
Ҫӗнӗ юрӑ юрласа.
Тимлӗ итлӗр-ха, тархасшăн,
Сассӑм илтӗнтӗр таса.
Пурăнма сире вӑй патӑр
Ҫӗнӗ юрӑ хам ҫырни.
Юрӑсӑр этем ҫунатсӑр,
Юрӑ вӑл чӗре парни.

Юрласа чуна уҫсассӑн,
Кайӑк пек вӗҫес килет.
Пурӑнасчӗ-ха хавассăн
Юратма чӗре пиллет.
Пурнӑҫ ырă та илемлĕ
Чун ялан вунҫиччӗре.
Пурӑнасчӗ-ха телейлĕ
Тапнӑ чух вӗри чӗре.

Ай, ҫемҫелчӗ кӑмӑл-туйӑм
Тус-тӑвансене курсан.
Ҫак ҫула ҫитсен эп туйрӑм,
Ҫын пуян тӑван пулсан.
Аттепе аннен тӗп килӗ
Ӗмӗр хаклӑ чунӑма.
Савнӑ тус та питĕ кирлĕ
Йӑпанма, йӑха тӑсма.

0:00 0:00