Текст песни
Тăтăшах сана курасчĕ
Ҫывăх çыннăм, пĕртăван.
Ыталасчĕ чуп тăвасчĕ,
Тĕл пулма май çук ялан.
Шăнкăрав час-час тăвасчĕ
пирĕн пĕр-пĕрин патне,
Калаçасч\ĕ, хутшăнасчĕ,
Йăпатасчĕ чунсене.
Ай, мĕн ма-ши сапаланнă
Пур çĕре те тăвансем,
Тăванпа чун канĕ манăн
Унсăр пурăнма кичем.
Ай, мĕн ма-ши сапаланнă
Тĕнче тăрăх тăвансем.
Хăшĕ, тен, çулне те маннă.
Хăнана, тăван, килсем!
Ҫемьепе килсе каясчĕ
Кĕскетсе инçе çула.
Тав тăвасчĕ, пуç таясчĕ
Кашниех тăван яла.
Нихăçан та манас марччĕ
Аттепе анне килне.
Йăл куласчĕ, ыр сунасчĕ
Хамăрăн тăвансене.
Ай, мĕн ма-ши сапаланнă
Пур çĕре те тăвансем,
Тăванпа чун канĕ манăн
Унсăр пурăнма кичем.
Ай, мĕн ма-ши сапаланнă
Тĕнче тăрăх тăвансем.
Хăшĕ, тен, çулне те маннă.
Хăнана, тăван, килсем!
Ай, мĕн ма-ши сапаланнă
Тĕнче тăрăх тăвансем.
Хăшĕ, тен, çулне те маннă.
Хăнана, тăван, килсем!