Текст песни
Кĕрхи кунсем
Сисмерĕмĕр те çитрĕç.
Хуркайăксем
Пуçтарăнса та вĕçрĕç.
Ҫу кунĕсем
Асра çеç тăрса юлчĕç;
Ман куçăмсем
Куççульсемпеле тулчĕç.
Ҫу кунĕсем
Санпа эпир телейлĕччĕ.
Ҫу кунĕсем
Ытла та илертуллечче.
Кĕрхи кунсем
Пĕр шелсĕр килсе çитрĕç те…
Ман туйăмсем
Ҫулçăсемпе витĕнчĕç те…
Кĕрхи кунсем
Сар çулçăсем
Ҫĕр çийĕн çилпе вĕçрĕç.
Мана вĕсем
Калаçнăнах туйăнчĕç.
Инçе çулсем
Пире санпа уйăрчĕç;
Ҫут ĕмĕтсем
Ҫилпе вĕçсе те çĕтрĕç.
Ҫу кунĕсем
Санпа эпир телейлĕччĕ.
Ҫу кунĕсем
Ытла та илертуллечче.
Кĕрхи кунсем
Пĕр шелсĕр килсе çитрĕç те…
Ман туйăмсем
Ҫулçăсемпе витĕнчĕç те…
Кĕрхи кунсем