Перейти к содержимому
Обложка трека Ман юрлас киоет — Светлана Печникова
3:57

Трек

Светлана Печникова Ман юрлас киоет

Альбом · Ман Юрлас Килет · 2021 · Поп, Танцевальная

Скачать

Текст песни

Пахчари çĕмĕрт çеçке çурсан,
Илемĕпе сар чечек савăнтарсан.
Сар хĕвелĕ хăйĕн ăшшине парсан,
Юрату хĕлхемĕ таврана сапалансан,
Пурăнма та пулĕччĕ аван,
Юрлас килсе тăрĕ кăмăлтан.

Тăван тăвана пулăшса пырсан,
Тус-тантăшсем ялан пĕрле пулсан.
Савнă çынсем савсах пурăнсан,
Юрату хĕлхемĕ таврана сапалансан,
Пурăнма та пулĕччĕ аван,
Юрлас килсе тăрĕ кăмăлтан.

Ман юрлас килет, савăнас килет,
Тус-тантăшсемпе пĕрле пурăнас килет.
Ман юрлас килет, савăнас килет,
Хам тăвансемпе пĕрле ыр курас килет.

Çутă уйăх тÿпене тухсан,
Çăлтăрсем хăйсен вăййине пуçласан,
Тус-тантăшсем, тăвансем пуçтарăнсан,
Пĕр-пĕринпе шăкăл-шăкăл калаçсан,
Пурăнма та пулĕччĕ аван,
Юрлас килсе тăрĕ кăмăлтан.

Комментировать

0:00 0:00