Текст песни
Торт ҫинчи хитрен ташлан ҫуртасене,
Ĕмĕтленнĕ май вĕрсе сӳнтер паян.
Эсĕ телейпе ҫиҫсе ҫуталнипе,
Пурте халĕ савӑнатпӑр кӑмӑлтан!
Чи ӑшӑ сӑмахсем суйла-суйла,
Пуҫтартӑм чечек евĕр пĕр ҫыхха.
Ирĕк парсам парнелеме сана,
Ҫуралнӑ кунупа саламласа!
Эсĕ ҫакӑ ҫĕр ҫине килсессĕнех,
Ҫутнӑ ҫӳл тӳпе ҫĕн ҫӑлтӑр сан ятпа!
Талисман пек ӑнӑҫу ялан кӳрсе,
Тĕрĕс сукмакпа кӑна ертсе пыма!
Пурнӑҫ купӑс янраттарнӑ хушӑра,
Чи юратнӑ юррупа кунна пуҫла.
Хĕвел ылмашсассӑн шалкӑм ҫумӑрпа,
Шанчӑк пур кĕпер хыван асаматра.