Обложка трека Эс пуртан — Светлана Печникова
4:01

Светлана Печникова Эс пуртан

Сингл · 2021

Скачать

Текст песни

Юратăвăм, çурхи ачаш хĕвелĕм!
Çапла савса чĕнес килет сана.
Эс пур та – пурнăçра йăлтах йĕркеллĕ,
Шевлÿ тÿлеккĕн ăшăтать чуна.

Юратăвăм, хастар та вăйлă кăйкăр.
Çунат айне пытанăп ывăнсан.
Эс пуршăн - сирĕлет-çке манăн тунсăх,
Пĕр эсĕ пурнăçри тĕрекĕм ман.

Юратăвăм, таса та çутă сывлăм!
Кĕлленнĕ чунăма ÿксе шăвар.
Эс Турă панă тĕлĕнтермĕш манăн çыннăм,
Çак çĕр çинче тĕл пулнă ахаль мар…

Эс пуртан телейлĕ эпĕ
Çакă тĕнчере.
Юрататăп, хисеплетĕп,
Эс-пĕртен –пĕрре.
Пурнăçри кашни саманчĕ
Санпала хитре.
Çепĕç юрату хăвачĕ
Пулăшать пире.

0:00 0:00