Перейти к содержимому
Обложка трека Туслӑх — Светлана Печникова, Татьяна
4:13

Трек

Светлана Печникова, Татьяна Туслӑх

Альбом · Телей · 2021 · Поп, Диско

Скачать

Текст песни

Туссем пулаççĕ тĕрлĕрен.
Эс ман чи çывăх тус.
Сана калатăп чĕререн
Нихçан пуçна ан ус
Тухсан сив çил, хĕвел ансан
Ман алăк уçă, кил.
Тек ан хăра хура каçран,
Эс йышăн ырă пил.

Юрла эс тусăм юрруна.
Санпа пĕрле юрлам.
Тулли телей суна, суна
Шав юнашар утам.
Чунри таса туйăмсене
Чечек пек парнелем.
Ҫип-çирĕп вĕл çунатсене
Сарса пĕрле вĕçем.

Тавах, ăнланнăшăн мана
Чунтан эс пулăшан.
Пĕлен, юратнине сана
Эс тăванран тăван.
Сана шанап вăрттăнлăха
Ялан эс юнашар
Санпа пайлатăп хурлăха,
Телей пĕрле тупар.

Юрла эс тусăм юрруна.
Санпа пĕрле юрлам.
Тулли телей суна, суна
Шав юнашар утам.
Чунри таса туйăмсене
Чечек пек парнелем.
Ҫип-çирĕп вĕл çунатсене
Сарса пĕрле вĕçем.

Сутман эс пирĕн туслăха,
Упратăн кунсерен.
Чунри таса пуянлăха
Пĕр шелсĕр парнелен.
Хĕрсем пĕлмеççĕ тус пулма
Тесен, эс ан ĕнен.
Ҫук, çăмăл мар чăн тус тупма.
Каçар, кÿрентерсен.

Юрла эс тусăм юрруна.
Санпа пĕрле юрлам.
Тулли телей суна, суна
Шав юнашар утам.
Чунри таса туйăмсене
Чечек пек парнелем.
Ҫип-çирĕп вĕл çунатсене
Сарса пĕрле вĕçем.

0:00 0:00