Перейти к содержимому
Обложка трека Мӗнле чӑтас? — Ялар
3:34

Трек

Ялар Мӗнле чӑтас?

Сингл · 2025 · Хард Рок

Скачать

Текст песни

Мӗнле чӑтас тӗнче хуралчӗ
Тискерлӗх шӑтре пур енчен
Пӗри хӑть сӑнӑсӑр пуласчӗ
Этем текен ҫӗлӗнсенчен
Ӑҫтан пӗлӗс-ха ман айванӑн
Хӑш ҫын усал кӳрессине?
Кашнин хӗвне уҫса пӑхаймӑн
Мӗскер вӑл чикне-ши тесе
Мӗне пула хурав памасӑр
Тӳсме лекет пур тӳрккесрен
Анне, эс ма мана ҫуратнӑ
Ытла сӑпайлӑ та черчен?

Эх, чуне, ма ачаш-ши манӑн?
Суран кӳрет, усал хыпар
Йӗрес килсен куҫҫуле хамӑн
Апла ма юхтарассӑм мар?

Халь эп йӗрӗп сутлӑ кун ҫитсессӗн
Турри мана ҫӑлма килсен
Этемлӗх тамӑка ӳксессен
Куҫҫуль тек тухмӗ куҫсенчен

Эх, чуне, ма ачаш-ши манӑн?
Суран кӳрет, усал хыпар
Йӗрес килсен куҫҫулӗ хамӑн
Апла ма юхтарассӑм мар?

0:00 0:00