Перейти к содержимому
Обложка трека Палан (Radio Edit) — Ялар
3:35

Трек

Ялар Палан (Radio Edit) Prod. by Максим Федоров

Альбом · Палан · 2025 · Прогрессив

Скачать

Текст песни

Уçланкăри палан
Шап-шурă çурăлсан
Эпир сăмах татсаччĕ санпалан
Кĕрхи кунсем çитсен
Паланăмар пиçсен
Эс таврăнма пулсаччĕ аякран
Кĕрхи кунсем çитсен
Паланăмар пиçсен
Эс таврăнма пулсаччĕ аякран

Сана ăсатсанах
Тăм тиврĕ палана
Шап-шур чечекĕ ÿкрĕ çĕр çине
Çавна эс пĕлтĕн-ши
Çавна эс сисрĕн-ши
Тăван яла килмерĕн кĕркунне
Çавна эс пĕлтĕн-ши
Çавна эс сисрĕн-ши
Тăван яла килмерĕн кĕркунне

Мана курсан ялан
Пуçне усать палан
Туять пуль эпĕ саншăн çуннине
Ан ман, савни, ан ман
Халь хĕп-хĕрлех палан
Пире кĕтсе упрать вăл çырлине
Ан ман, савни, ан ман
Халь хĕп-хĕрлех палан
Пире кĕтсе упрать вăл çырлине

Уçланкăри палан
Шап-шурă çурăлсан
Эпир сăмах татсаччĕ санпалан

0:00 0:00