Текст песни
Пухăнсан ĕçсе çимеллĕн
Иккĕн ларчеç: Вăл та Лешĕ
Ÿсĕрлме пуçланă çемĕн
Сÿтĕлчĕ юмах çăмхийĕ
Вăл чышкăпалах юнарĕ
Пурнăç вăл - навус! Пĕлетни
Леш ăна хулран лăпкарĕ
Тĕрĕс-тĕрĕс, эсĕ - гений
Вăл татах янратрĕ шавлăн
Пурнăç юратусăр тĕссĕр
Леш: Кăна аван каларăн
Мă-ла-тес! Чăн-чăн прохвессăр
Вăл: Çынна эрех йăлт пăсĕ
Пĕтерет пурне те ĕçкĕ
Леш: Сан ăс - Сократăн ăсĕ
Тепĕршер ярар-ха...Пĕтре
Тухнă чух, кайма тăрсассăн
Леш ăна çапла каларĕ:
Эп сана татах мухтаттăм
Шел, сан эрехÿ юлмарĕ