Текст песни
Эх, чун яш чун!
Вӗри юн, хӗри юн
Утмӑл тӗсле уттӑм пур та
Тӑхӑр тӗслӗ ташшӑм пур
Алли хамӑн мар-и ман?
Ури хамӑн мар-и ман?
Гармонист каланӑ чухне
Ташламалла мар-и ман?
Атьӑрах сикӗрех
Урапине хуҫӑрах
Эпир тĕпре килнӗ ҫӗре
Ҫӗнни туса хуччӑрах
Тапас мар, сикес мар
Урапине хуҫас мар
Урапине хуҫсассӑн
Тĕпре килме аван мар
Опа, опа, опа каламалла
Никама та ним те туман
Ҫампа савӑнмалла
Алли хамӑн мар-и ман?
Ури хамӑн мар-и ман?
Гармонист каланӑ чухне
Ташламалла мар-и ман?
Тӑпӑр тӑпӑр тутарать
Ачи маттур пултарать
Ялти пирвай хӗрсене те
Ҫавӑрма пултарать
Ташла майра
Саркалан майра
Сан пек майра
Шупашкарта сайра
Комментировать