Обложка трека Āçта-ши эс? — Виктория Захарова
3:43

Виктория Захарова Āçта-ши эс? Live

Сингл · 2022

Скачать

Текст песни

Санпа хаваслā тēл пулу,
Темле пит ырā чēрене.
Савать чуна сан йāл куллу,
Телейлē эп эс пур чухне.

Āçта-ши эс çак самантра?
Чēре кичемēн туллашать.
Сан сāнāру каллех умра,
Çап çут хēлхем пек ялкāшать.
Āçта-ши эс çак самантра?
Чēре кичемēн туллашать.
Сан сāнāру каллех умра,
Çап çут хēлхем пек ялкāшать.

Пēрле чухне çак çут тēнче,
Пин тēслē юрāпа юрлать.
Пурнатāп савāк çēр çинче,
Мана асамлāx çупāрлать.

Āçта-ши эс çак самантра?
Чēре кичемēн туллашать.
Сан сāнāру каллех умра,
Çап çут хēлхем пек ялкāшать.
Āçта-ши эс çак самантра?
Чēре кичемēн туллашать.
Сан сāнāру каллех умра,
Çап çут хēлхем пек ялкāшать.

Эс пур пулсан ман пурнāç пур.
Эс пур пулсан ман сывлāш пур.
Эс пур пулсан ман ырлāx пур.
Эс пур пулсан ман пурте пур!

Āçта-ши эс çак самантра?
Чēре кичемēн туллашать.
Сан сāнāру каллех умра,
Çап çут хēлхем пек ялкāшать.
Āçта-ши эс çак самантра?
Чēре кичемēн туллашать.
Сан сāнāру каллех умра,
Çап çут хēлхем пек ялкāшать.

0:00 0:00