Текст песни
Пин сăмах вырăнне
ытала эс мана,
Эс уçам чĕрÿне
Шухăшра эс кăна.
Çут телейлĕ кунсем
Халь кĕтеççĕ пире.
Пĕрлешеç ĕмĕтсем,
Маншăн эсĕ пĕрре.
Эс пулсассăн юнашар,
Чĕрере ялан кăвар.
Пулĕ пурнăç пылакрах,
Пулĕ пурнăç çăмăлрах,
Эс пулсассăн юнашар,
Чĕрере ялан кăвар.
Пулĕ пурнăç пылакрах,
Пулĕ пурнăç çăмăлрах,
Хăть ăçта эс пулсан
Асăмра эс çумра….
Эсĕ – ман, эпĕ - сан,
Сан аллу аллăмра.
Юрататăп сана,
Пул эс ĕмĕр манпа.
Ĕненсе шан мана,
Эп телейле санпа.
Эс пулсассăн юнашар,
Чĕрере ялан кăвар.
Пулĕ пурнăç пылакрах,
Пулĕ пурнăç çăмăлрах,
Эс пулсассăн юнашар,
Чĕрере ялан кăвар.
Пулĕ пурнăç пылакрах,
Пулĕ пурнăç çăмăлрах,
Юратни – юраттарать
Вăл чунра вут кăларать
Юратни сан пулмасан,
Шанмасан, каçармасан,
Çакă кун та çутă мар.
Юратса çеç пурăнар.
«Юратни кун-çул кÿрет»,
Çĕнĕ туйăм парнелет.
Эс пулсассăн юнашар,
Чĕрере ялан кăвар.
Пулĕ пурнăç пылакрах,
Пулĕ пурнăç çăмăлрах,
Эс пулсассăн юнашар,
Чĕрере ялан кăвар.
Пулĕ пурнăç пылакрах,
Пулĕ пурнăç çăмăлрах,
Эс пулсассăн юнашар,
Чĕрере ялан кăвар.
Пулĕ пурнăç пылакрах,
Пулĕ пурнăç çăмăлрах,