Обложка трека Çāлтāрлā каç — Виктория Захарова
2:57

Виктория Захарова Çāлтāрлā каç

Сингл · 2022

Скачать

Текст песни

Чĕрере вăратрăн туйăм,
Уйăхпа тулли ман ик куçăм.
Çăлтăрсем санпа мана пиллеççĕ çак каç, çак каç.
Уçлăхра манпа вĕçрĕн эсĕ кĕçĕр,
Парнеле мана эсĕ виç ĕмĕр
Хĕмлĕ Юрату,
Çутă Юрату,
Çепĕç Юрату.

Мана ыталан тĕттĕм каç,
Эсĕ савса ыталан.
Çăлтăр çурĕ çак каç,
Манпа анчах эс куллен кун каç, çĕр каç.
Мана ыталан тĕттĕм каç,
Эсĕ савса ыталан.
Çăлтăр çурĕ çак каç,
Манпа анчах эс куллен кун каç, çĕр каç.

Пул ялан эс вăрттăн тупсăм,
Эс вĕçсем вут-кайăк пек, тусăм.
Ытала мана, чуп ту хĕрÿллĕн çак каç, çак каç.
Пĕр санпа анчах кун-çул çăп-çăмăл,
Эс çумра чухне уçă ман кăмăл,
Калаçсам манпа ,
Йăл кулсам манпа.
Ашкăнсам манпа,

Чĕрере вылять ачашлăх,
Куллупа мана йăпатан.
Юрату черчен асамлăх
Пĕр-пĕрне чунтан савсан.

Мана ыталан тĕттĕм каç,
Эсĕ савса ыталан.
Çăлтăр çурĕ çак каç,
Манпа анчах эс куллен кун каç, çĕр каç.
Мана ыталан тĕттĕм каç,
Эсĕ савса ыталан.
Çăлтăр çурĕ çак каç,
Манпа анчах эс куллен кун каç, çĕр каç.

0:00 0:00