Текст песни
Пĕр сыпкăм ачашлăх - ыйтмастăп нумай,
Пĕр ывăç - вĕри юрату.
Тата - çĕнĕ кун çуралса килнĕ май
Лăпкатăр мана сан туту...
Пĕр сыпкăм тасалăх - ыйтмастăп нумай,
Пĕр ывăç - йăвашлăх кăна.
Манпа эс пулсассăн ялан юнашар
Эп тухăп çĕрме пуяна.
Пĕр сыпкăм асамлăх - ыйтмастăп нумай,
Пĕр ывăç - илемлĕ юмах.
Тата - çăлтăрсем тÿперен юхнă май
Пăхсам ман çине ăшăрах...
Пĕр сыпкăм черченлĕх - ыйтмастăп нумай,
Пĕр ывăç - чи çепĕç шевле.
Сывлать телейпе манăн пĕчĕк тĕнче
Санпа эп пулсассăн пĕрле...