Обложка трека Телей килтĕр — Алёна Арсентьева
3:45

Алёна Арсентьева Телей килтĕр

Сингл · 2024

Скачать

Текст песни

Çĕнĕ кун пуçланать - хĕвелпе, хĕвелпе,
Шевлесем ташăра çаврăнаççĕ паян!
Çĕнĕ кун пуçланать - телейпе, телейпе
Эсĕ çывăх çынпа çак куна пайласан.

Çĕнĕ кун пуçланать - ырăпа, ырăпа,
Хăй ачаш ытамне пуçтарать кăмăлтан.
Çĕнĕ кун пуçланать - кулăпа, кулăпа
Эсĕ савнă çынпа çак куна пайласан!

Телей килтĕр паян сан киле, сан киле,
Хăнана тесе кĕтĕр те - юлтăр санпа!
Мĕн пур савăнăçа илсе килтĕр пĕрле -
Эсĕ тивĕç çакна, эсĕ тивĕç çакна.

Телей килтĕр паян сан киле, сан киле,
Хăнана тесе кĕтĕр те - юлтăр санпа!
Мĕн пур савăнăçа илсе килтĕр пĕрле -
Эсĕ тивĕç çакна, эсĕ тивĕç çакна.

Çĕнĕ кун пуçланать - юрăпа, юрăпа,
Чунри кĕвĕ çĕклет вĕçсĕр уçлăх таран.
Çĕнĕ кун пуçланать - хаваспа, хаваспа!
Эсĕ те ăна хирĕç хаваслăн кулсан.


Телей килтĕр паян сан киле, сан киле,
Хăнана тесе кĕтĕр те - юлтăр санпа!
Мĕн пур савăнăçа илсе килтĕр пĕрле -
Эсĕ тивĕç çакна, эсĕ тивĕç çакна.

0:00 0:00