Текст песни
Тÿперен ÿкеççĕ çăлтăрсем
Чарăнми савни аллу çине
Çăлтăрсем чарăнми сан çине
Куçунта выляççĕ хĕлхемсем
Парнеле мана пĕр çăлтăрне
Парнеле эс мана чĕрÿне
Эс сенкер çут ĕмĕтсен хуçи
Эс пуртан пылак кашни самант
Чĕрÿнте ман туйăмсен уççи
Ăнсăртран чуна эс ан амант
Ăнсăртран чуна эс ан амант
Парнелерĕн çăлтăр юратса
Вырнаçтартăм хамăн чĕрене
Çăлтăра вырнаçтартăм чĕрене
Ĕненетĕп пурнăç ăнасса
Вăл çутатĕ шанăç уçлăхне
Ĕненеп вăл уçать уçлăха
Эс сенкер çут ĕмĕтсен хуçи
Эс пуртан пылак кашни самант
Чĕрÿнте ман туйăмсен уççи
Ăнсăртран чуна эс ан амант
Ăнсăртран чуна эс ан амант
Чарăнми çăваççĕ çăлтăрсем
Тултарса кун-çулăн арчине
Çăлтăрсем тултарса чĕрене
Çăлтăр çумăрĕн хĕм шевлисем
Илемлетрĕç пирĕн кунсене
Шевлесем илемлетрĕç кунсене
Эс сенкер çут ĕмĕтсен хуçи
Эс пуртан пылак кашни самант
Чĕрÿнте ман туйăмсен уççи
Ăнсăртран чуна эс ан амант
Ăнсăртран чуна эс ан амант