Обложка трека Савăнма эп килнĕ çĕр çине — Алёна Арсентьева
3:25

Алёна Арсентьева Савăнма эп килнĕ çĕр çине

Сингл · 2021

Скачать

Текст песни

Эп пики ăш кăмăллă ялан.
Ал усса лармашкăн хăнăхман.
Утăм хыççăн утăм малаллах.
Ыранхи кун пулĕ лайăхрах.

Савăнма эп килнĕ çĕр çине.
Çут тĕнче – ытарайми парне.
Сар хĕвел, тÿпе, вăрман, çерем.
Куç тулли пуянлăх та илем!

Эп телейлĕ, çавăнпа хавас.
Ян! та ян! каять ман кĕмĕл сас.
Валеçес килет кашни çынна
Çепĕç кулă, лăпкăлăх кăна.

Пурнăçран илер мĕн кирлине.
Вĕренер туйма ун ырлăхне.
Эп сире сунатăп чунтанах
Çирĕп сывлăх, ăнăçу анчах!

0:00 0:00