Обложка трека Юрат мана, юрат — RAYMOVA
3:18

RAYMOVA Юрат мана, юрат

Сингл · 2024

Скачать

Текст песни

Çăтмахран тарса килменшĕн
Эсӗ ан хурла
Çылăхсем пур пулĕ манăн -
Камăн çук, кала?
Хăш-чухне пăхсан та сиввĕн
Эсĕ ан çиллен
Çăмăл мар манпа пулин те -
Ытала ирччен!
Юрат мана, юрат!
Чуп ту мана, чуп ту!
Чи çепĕç туйăмсем ман чĕрере вăрат
Эс - манăн юрату
Юрат мана, юрат!
Чуп ту мана, чуп ту!
Чи çепĕç туйăмсем ман чĕрере вăрат
Эс - манăн юрату

Кăмăлпа йăваш пулманшăн
Эсĕ ан ятла
Хăш-чухне эп вут та çулăм -
Ан ярсам алла
Сан пата çул шыранишĕн
Ан хурла, савни
Халĕ эпĕ - санăн, санăн
Санăн Тур çырни
Юрат мана, юрат!
Чуп ту мана, чуп ту!
Чи çепĕç туйăмсем ман чĕрере вăрат
Эс - манăн юрату
Юрат мана, юрат!
Чуп ту мана, чуп ту!
Чи çепĕç туйăмсем ман чĕрере вăрат
Эс - манăн юрату

Юрат мана, юрат!
Чуп ту мана, чуп ту!
Чи çепĕç туйăмсем ман чĕрере вăрат
Эс - манăн юрату
Юрат мана, юрат!
Чуп ту мана, чуп ту!
Чи çепĕç туйăмсем ман чĕрере вăрат
Эс - манăн юрату

0:00 0:00