Текст песни
Ан кай
1 Чӗрере вут-ҫулӑм сӳнчӗ
Тӑрса юлчӗ кӑмрӑк ҫеҫ
Кӗлне сив ҫилӗ вӗҫтерчӗ
Эс ман мар халь ҫут чӗкеҫ
Ахальтен мар пуль эп терӗм
Пирӗн тӗл-пулусене
Сан сӑмахсене ӗнентӗм
Эпӗ шантӑм вӗсене
Ан кай, ан кай, юл манпа
Пӗр самантлӑха, пӗр самантлӑха
2Саншӑн пурнӑҫа пама та
Эпӗ хатӗр тахҫанах
Ан кайсам эс чун-савниҫӗм
Тен, айӑплӑ эп хамах
Упрама пӗлмен пулсан та
Каҫарма пӗлес пулать
Чунри ҫулӑмӗ сӳнсен те
Кӑварне чӗртес пулать
Ан кай, ан кай, юл манпа
Пӗр самантлӑха, пӗр самантлӑха
3Чӗрери хӑватӑм пысӑк
Ик ҫын валли вӑл ҫитет
Умри йывӑрлӑхсене те
Яланах вӑл ҫӗнтӗрет
Эс кӑна ман ҫутӑ ҫӑлтӑр
Чун савниҫӗм эсӗ ҫеҫ
Манран аякра пулсан та
Маншӑн эмӗ ҫут чӗкеҫ
Ан кай, ан кай, юл, юл, юл, юл манпа
Пӗр самантлӑха, пӗр самантлӑха
Ан кай, ан кай, юл манпа
Пӗр самантлӑха, пӗр самантлӑха
На-на-на-на-на, на-на-на-на-на
На-на-на-на-на