Текст песни
Эп сансӑр пурӑнма вӗрентӗм
Эс ҫуккине тӗпрен ӗнентӗм
Саватӑп ҫутӑ уйӑха
Ырлатӑп тутлӑ ыйӑха
Эп сансӑр пурӑнма вӗрентӗм
Йӑлт улшӑнтӑм, тӗпрен ҫӗнелтӗм
Саватӑп сарӑ хӗвеле
Сар кил ҫинчен халь кӗвӗлеп
Эс сансӑр пурӑнма вӗрентӗм
Шуранкӑран каллех хӗрелтӗм
Манса эс чӗртнӗ хӗн-хура
Мухтатӑп ҫӗнӗ шур юра
Эп сансӑр пурӑнма вӗрентӗм
Анчах паян сана тӗллентӗм
Каллех ҫухатрӑм ыйӑха
Каллех эп путрӑм тунсӑха