Перейти к содержимому
Обложка трека Тытса чар мана — Ольга Осипова
3:17

Трек

Ольга Осипова Тытса чар мана

Альбом · Эп Сан... · 2024 · Поп, Танцевальная

Скачать

Текст песни

Ҫук, сана эп тытаймастӑп
Ҫук, сана эп кураймастӑп
Эсӗ ҫакӑнтах ҫуретӗн
Курӑнмасӑр ман умра вӗҫетӗн
Ӑшӑ ҫилӗ вӑркӑшатччӗ
Сан пирки мана калатччӗ
Тӑрӑ шывӗ хумханатччӗ
Ӳкеретччӗ сан сӑнна

Тытса чар мана ҫӳллӗ ту ҫинчен
Ан ӳкер мана ҫӗр тӗпнелле
Питпелле путсан та хура шыв ӑшне
Тытса чар мана эсӗ инкекрен

Ман сӑнна санне курасчх
Ӑшшӑн сана ыталасччӗ
Темшӗн юнашар ҫӳретӗн
Курӑнмасӑр ман умра ҫӳретӗн

Мӗншӗн ха эс пит салхуллӑ
Мӗншен ха ҫиҫмест йӑл кулӑ
Тӑрӑ шывӗ хумханатччӗ
Ӳкеретччӗ сан сӑнна

Тытса чар мана ҫӳллӗ ту ҫинчен
Ан ӳкер мана ҫӗр тӗпнелле
Питпелле путсан та хура шыв ӑшне
Тытса чар мана эсӗ инкекрен

0:00 0:00