Обложка трека Шупашкар — Леонид Захаров
3:46

Леонид Захаров Шупашкар

Сингл · 2025

Скачать

Текст песни

Тӗлӗнетпӗр, питӗ нумай хула пур
Пӗри пысӑк, тепри пӗчӗк ай, тур- тур
Ман таса хуламӑр ҫӗн юр пек шап-шур
Шупашкара эсӗ, тӑван, килсе кур
Ман таса хуламӑр ҫӗн юр пек шап-шур
Шупашкара эсӗ, тӑван, килсе кур
Шупашкарӑм, Шупашкар, Шупашкар
Сан ҫинчен эп юрӑ хыврӑм ахаль мар
Атӑл шывӗ юхтӑр сарӑлса
Пирӗн ӗмӗр иртӗр юрласа
Атӑл шывӗ юхтӑр сарӑлса
Пирӗн ӗмӗр ирттӗр савӑнса

Пурӑнатпӑр туслӑ сумлӑ чӑвашсем
Ҫӗр-пин юрӑ, ҫӗр пин кӗвӗ ӑстисем
Чипер хӗрӗсемпе маттур каччисем
Мӗн тери илемлӗ вӗсен тӗррисем
Чипер хӗрӗсемпе маттур каччисем
Мӗн тери илемлӗ вӗсен куллисем
Шупашкарӑм, Шупашкар, Шупашкар
Тӗп хулара эпир пӗрле савӑнар
Атӑл шывӗ юхтӑр сарӑлса
Пирӗн ӗмӗр иртӗр юрласа
Атӑл шывӗ юхтӑр сарӑлса
Пирӗн ӗмӗр ирттӗр савӑнса

Хулана килсем эс, тусӑм, хӑнана
Кӗтсе илӗ, хапӑл тӑвӗ вӑл сана
Юрӑ, ташӑ-кӗвӗ ҫӗклӗ кӑмӑлна
Ан ӳркен килмешкӗн хӑнана
Юрӑ, ташӑ-кӗвӗ ҫӗклӗ кӑмӑлна
Пирӗн пурнӑҫ пытӑр малалла
Шупашкарӑм, Шупашкар, Шупашкар
Сан ҫинчен эп юрӑ хыврӑм ахаль мар
Атӑл шывӗ юхтӑр сарӑлса
Пирӗн ӗмӗр ирттӗр юрласа
Шупашкарӑм, Шупашкар, Шупашкар
Тӗп хулара эпир пӗрле савӑнар
Атӑл шывӗ юхтӑр сарӑлса
Пирӗн ӗмӗр ирттӗр юрласа
Атӑл шывӗ юхтӑр сарӑлса
Пирӗн ӗмӗр ирттӗр савӑнса

0:00 0:00